Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
8 Кӑрлач 2022, 20:49

Пушкӑртстанра ҫӗнӗ ҫул каникулӗсем вӗҫленнӗ май ҫанталӑк улшӑнать

Регионта вӑйлах мар сивӗтет.

Пушкӑртстанра ҫӗнӗ ҫул каникулӗсем вӗҫленнӗ май ҫанталӑк улшӑнать
Пушкӑртстанра ҫӗнӗ ҫул каникулӗсем вӗҫленнӗ май ҫанталӑк улшӑнать

Пушкӑртстанра ҫӗнӗ ҫул каникулӗ вӗҫленнӗ тӗле ҫанталӑка ӑшӑпа юр илсе килнĕ циклон каять. Ун вырӑнне регионта вӑйлах мар сивӗтет.
Вырсарникун, январĕн 9-мӗшӗнче, республикӑн тӗп районӗсенче кӑнтӑрла 10-ран пуçласа 14 градус таран сивӗ пулĕ. Нÿр ÿкмест, пӗлӗтлĕ тăрĕ. Çитес икӗ кун çанталӑк ылмашăнмĕ.
Паян Пушкăртстана атмосфера фрончӗ витӗм кӳрсе тӑрĕ. Ҫил хăвăртлăхĕ ҫеккунтра 17 метра çитĕ, кун вӗҫлениччен регионта 5 миллиметра яхӑн юр ӳкĕ.
"Башинформ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанра ҫӗнӗ ҫул каникулӗсем вӗҫленнӗ май ҫанталӑк улшӑнать
Пушкӑртстанра ҫӗнӗ ҫул каникулӗсем вӗҫленнӗ май ҫанталӑк улшӑнать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: