Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
8 Кӑрлач 2022, 21:06

Рафис Нигметзянов: Çулталăка пĕтĕмлетсе

Йăлпăлактамак ял Совечĕн пуçлăхĕ Рафис Рифгатович Нигметзянов çулталăк тăршшĕнче мĕнле ĕçсем туни çинчен каласа парать.

Рафис  Нигметзянов: Çулталăка пĕтĕмлетсе
Рафис Нигметзянов: Çулталăка пĕтĕмлетсе

Йăлпăлактамак ял Совечĕн пуçлăхĕ Рафис Рифгатович Нигметзянов çулталăк тăршшĕнче мĕнле ĕçсем туни çинчен каласа парать.
- Çӗнӗ ҫул умĕн иртнĕ çулталăк хушшинче мĕн тунине пӗтӗмлетесси тĕп ӗҫсенчен пӗри шутланать. Пӗтӗмлетӳ туни пӗлтӗрхи пурнӑҫри самантсене аса илме май парать.
Иртсе кайнă ҫул вăйлă ҫурхи шыв пулнипе асра юлать, ӑна пула нумай пӑшӑрханмалла пулчӗ. Пӗлтӗрхи ҫуркунне Йăлпăлактамакра пурăнакансем хӑйсен ирӗкӗпе панӑ укҫа-тенкӗ шучӗпе пурнӑҫлакан мечӗт тӑвас енӗпе пысӑк проект тума шут тытнӑ та ăна тума пуҫланӑ. Кунта пӗрлехи ӗҫе Рамиль Расимович Киямов пысӑк тӳпе хывнине палӑртмалла. Хальхи вӑхӑтра мечĕт ҫурчӗ ял варринче тӑрать, куҫа илӗртет. Ҫавӑн пекех Тукай тӑрӑхӗнчи Ялгызкаен паллӑ вырăна Тукайра пурăнакансемпе тирпейленĕ, Батыр ҫӑлкуҫ йĕри-тавра Каçкăнра пурăнакансемпе тасатнă; Йăлпăлактамак ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Рамзил Равилович Лутфиев пулăшнипе ял масарӗн хапхисене ҫӗнетнĕ, ҫавӑн пекех ял халăхĕ пӗрле вӑй хунипе Аулия бакчасы территорине йӗркене кӗртес ӗҫе пурнӑҫланӑ, Йăлпăлак юханшыв хӗрринчи типнӗ йывăçсене касса вакласа тасатнă, Тим юханшыв хӗрринче кӗпер тунă, контейнер площадкисен навесĕсене юсанă; халӑх пурӑнакан пӗтӗм вырӑнсенче, ял масарӗсен территорийӗсенче тирпейлес енӗпе субботниксем ирттернĕ, халӑх пурӑнакан вырӑнсен территорийӗсенче кирлĕ мар ӳсентӑрансемпе кӗрешнĕ, юханшывсене тасатнă тата ытти те. Мӗнпур ӗҫе халӑх ĕçленипе тата пулӑшу панипе туса ирттернĕ. Пурте пӗрле пулмалла, пӗр-пӗрне пулӑшмалла.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Рафис Нигметзянов.

Рафис  Нигметзянов: Çулталăка пĕтĕмлетсе
Рафис  Нигметзянов: Çулталăка пĕтĕмлетсе
Рафис Нигметзянов: Çулталăка пĕтĕмлетсе
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: