Раççей Федерацийӗнче халӑха ӗҫпе тивӗҫтересси çинчен" Раҫҫей Федерацийӗн Саккуне улшăнусем кĕртесси çинчен" саккунăн хăшпĕр положенийĕсем тата граждансене ӗҫе вырнаҫтарас ыйтусемпе ҫыхӑннӑ "Раҫҫей Федерацийӗнче инвалидсене социаллӑ хӳтлӗх парасси çинчен" саккунăн 21 статйине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен, вăя кĕнĕ.
- Малалла ӗҫлекенсен шучӗ 25 ҫынран иртекен влаҫ органӗсем, патшалӑх учрежденийӗсем тата предприятисем вакансисем пурри çинчен информацине федерацин "Работа в России" пӗрлехи порталӗнче вырнаҫтармалла, – сӗнчӗ Пушкӑртстанри Патшалӑх Пухӑвӗн - Курултайӗн председателӗ Константин Толкачев. – Сайт граждансене ӗҫе вырнаҫма ытларах май парать, ӗҫ паракансене ӗҫлекенсене тупассине ҫӑмӑллатать. Унта тӳлевсӗр вӗрентни тата професси хатӗрлевӗ ҫинчен калакан информацие вырнаҫтараҫҫӗ. Хальхи вăхăтра даннӑйсен пӗрлехи базипе ҫӗршыври ӗҫне тивӗҫтерекен мӗнпур службăсем ӗҫлеҫҫӗ.
Республика парламенчӗн спикерӗн шухӑшӗпе, пӗрлехи информаци ресурсӗ Раҫҫей ҫыннисен ӗҫ ҫаврӑнӑҫулӑхне тата конкурентлӑхне ют ҫӗршыври ĕç шыракансем умӗнче ӳстерет.
– Час-часах икӗ регион чиккинче пурӑнакан ҫын хӑйӗн лайӑх варианчӗ кӳршӗри регионта, айккинче, пуррине пӗлмест, – тенӗ Константин Толкачев. – Пӗрлехи цифра ресурсӗ ҫак проблемӑна сирсе ярать, ҫавӑн пекех куҫса каяс текенсене ӗҫ шырама ҫӑмӑллатать. Ӗҫпе тивӗҫтерекен сфера уҫӑрах пулса тӑрать. Ĕҫе вырнаҫмалли Патшалӑх çăмăллăхĕсем илме ансатрах пулать.
"МГ" информацийĕпе.