Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Общество
12 Кӑрлач 2022, 11:13

Каллех вӑйлӑ юр ҫӑвать, ҫул ҫинчи лару-тӑру япӑхланать

Ҫитес кунсенче республикӑра каллех ҫанталӑк температури чакасса кӗтеҫҫӗ.  

Каллех вӑйлӑ юр ҫӑвать, ҫул ҫинчи лару-тӑру япӑхланатьКаллех вӑйлӑ юр ҫӑвать, ҫул ҫинчи лару-тӑру япӑхланать
Каллех вӑйлӑ юр ҫӑвать, ҫул ҫинчи лару-тӑру япӑхланать

Ҫитес кунсенче республикӑра каллех ҫанталӑк температури чакасса кӗтеҫҫӗ.

Башгидрометцентр кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, сивӗ эрнен иккӗмӗш ҫурринче юрпа та ҫил-тӑман ылмашӑнать. Ҫулсем ҫинче юрпа витӗнме, тӗл-тӗл кĕртсем хурса кайнине курма пулать.

Кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне сывлӑш температури ҫӗрле -7, -12 анать, кӑнтӑрла -15, -10° таран пулать.

Аса илтеретпӗр: кӑрлач уйӑхӗн пӗрремӗш кунӗсенче республикӑн тӗп хулинче юр уйӑх норминчен 82 процент çунӑ. Тӗрӗссипе каласан, ку вӑл январӗн пӗрремӗш вунăкунлăхĕнче çапла нумай çуни рекорд мар, ӑна 2017 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн пӗрремӗш вунăкунлăхĕнчипе нимӗнле те танлаштарма ҫук. Ун чухне ҫав тапхӑртах чылай нумайрах çунă – уйӑх норминчен 132 процент, аса илтереççĕ метеорологсем.  

«Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: уçă çăлкуçсенчен.

Каллех вӑйлӑ юр ҫӑвать, ҫул ҫинчи лару-тӑру япӑхланать
Каллех вӑйлӑ юр ҫӑвать, ҫул ҫинчи лару-тӑру япӑхланать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас