Çутă çул
-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
13 Кӑрлач 2022, 09:37

Уфа виҫҫӗмӗш талӑк умлӑ-хыҫлӑ 10-мӗш балл пробкинче тӑрать

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Уфа виҫҫӗмӗш талӑк умлӑ-хыҫлӑ 10-мӗш балл пробкинче тӑрать
Уфа виҫҫӗмӗш талӑк умлӑ-хыҫлӑ 10-мӗш балл пробкинче тӑрать

Пушкăрт тӗп хулинчи коммуналлӑ служба вӑйӗсем пурте юр ҫунă хыççăн мӗн патне илсе ҫитернипе кӗрешме пӑрахман пулин те, хула ӗҫ кунӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн виҫҫӗмӗш талӑк ӗнтӗ вуншар ретлӗ пробкӑсенче тӑрать.

"Яндекс пробка" сервиспа килӗшӳллӗн, Уфа вӑтаҫӗрӗнче çул çÿреме йывӑрлатни палӑрать: Цюрупа, Заки Валиди, Революци, Пархоменко, Октябрӗн 50-мӗшӗ, Зорге, Комсомол, Мартӑн 8-мӗшӗ, Октябрӗн 8-мӗшӗ, Ҫурҫӗрти ҫул хӗресӗ патне ҫитиччен. Ҫавӑн пекех Зеленая Роща микрорайонти Менделеев, Кувыкин, Сочи урамӗсенче ҫул-йӗр çинче транспорт тăкăлса ларнине сӑнаҫҫӗ.

Палӑртса хӑварар, Пушкӑртстан синоптикĕсен прогнозӗсем тӑрӑх ҫитес кунсенче каллех юр нăкă çăвать, тăмансем таврӑнӗҫ. Ҫул-йӗр лару-тӑрӑвӗ япӑхланасса кӗтеҫҫӗ: ҫил-тӑман тата юр капланса килет.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: Валерий Шахов.

Уфа виҫҫӗмӗш талӑк умлӑ-хыҫлӑ 10-мӗш балл пробкинче тӑрать
Уфа виҫҫӗмӗш талӑк умлӑ-хыҫлӑ 10-мӗш балл пробкинче тӑрать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: