Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
14 Кӑрлач 2022, 20:58

Пушкӑртстан "Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси" проектпа лидерсен шутне кӗнĕ

Пушкӑртстан -регионсен рейтингӗнче иккӗмӗш вырӑнта.

Пушкӑртстан "Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси" проектпа лидерсен шутне кӗнĕ
Пушкӑртстан "Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси" проектпа лидерсен шутне кӗнĕ

РФ Строительство министерстви 2020 ҫулта федераци программине пурнӑҫланине пӗтӗмлетнӗ. Пушкӑртстан -регионсен рейтингӗнче иккӗмӗш вырӑнта.
Рейтинга Раҫҫейĕн 83 субъекчӗ хутшӑннӑ (Мускавпа Санкт-Петербургсӑр пуҫне). 39 кӑтартăва шута илнӗ, вӗсен шутӗнче - ытти программӑсемпе тирпей-илем кӗртессине синхронизациленӗ муниципалитетсен тӳпи, хула çыннисем хула хутлӑхне улшӑнусем кӗртнине хак парасси, пӗтӗм Раҫҫейри хӑтлӑ хула хутлӑхне тӑвас ӗҫри чи лайӑх проектсен конкурс çĕнтерÿçи хисепӗ, компетенци центрĕсем тăвасси.
Рейтинг пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх чи пысӑк балл Мускав облаҫӗпе Тутарстан Республики пухнӑ, пӗрремӗш вырӑн йышăннă – 119 балл. Иккӗмӗш вырӑн Пушкăртстан 117 балл, виҫҫӗмӗш вырӑна Липецк облаҫӗ йышӑннӑ. 2018 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Пушкӑртстан 27 вырӑнта пулнă, 2019 ҫул - саккӑрмӗш вырӑна тухнӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Пелепей/Facebook.com

 

Пушкӑртстан "Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси" проектпа лидерсен шутне кӗнĕ
Пушкӑртстан "Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси" проектпа лидерсен шутне кӗнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: