Федеральлĕ СМИ пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫей Президенчӗ правительствăпа социаллӑ ыйтусемпе канашлу иртернĕ чухне пенсисене инфляци шайӗнчен 8,6% пысӑкрах индексацилес енӗпе сӗнӳсем хатӗрлеме хушнă.
Владимир Путин каланӑ тӑрӑх, ҫӗршыв влаҫӗсем 2019 ҫултан пуҫласа ҫак правилӑсене ҫирӗп пӑхӑнаҫҫӗ, ку позицие вӑл август уйӑхӗнче "Единая Россия" парти съездӗнче хӑй ҫирӗплетнӗ.
Президент каланӑ тӑрӑх, пенсисене конкретлӑ параметрсемпе индексацилес енӗпе сӗнӳсем халӗ правительствӑра, президент администрацийӗнче тата Патшалӑх Думинче туса хатӗрлеҫҫӗ.
Пенсие, кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа индексацилеççĕ, пӗлтернӗ РИА Новостине Федераци Канашӗн комитечӗн председателĕн заместителĕ Елена Бибикова. Пенсисене индексацилесси ҫинчен калакан саккуна кӑрлач уйӑхӗ вӗҫлениччен йышӑнӗҫ.
"МГ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: ТАСС