"Атайсал" проект - Пушкӑртстанра ҫуралса ӳснӗ çынсен пĕрлешĕвĕ, вӗсем хӑйсен пӗчӗк тӑван ҫӗршывне пулӑшаҫҫӗ тата ӑна аталантарма вӑй хураҫҫӗ.
Тӑван ҫӗршыва ҫавӑн пек пулӑшу пани тата юратни ҫинчен калакан тӗслӗхсенчен пӗри – Аургазă районӗнчи Чӑваш Хурамал ялӗнче Василий Великине чысласа тунӑ чиркÿ.
Ял ҫыннисем чапа тухнӑ ентешĕпе (ял шкулне унӑн ятне панă), ту наукисен академийӗн академикӗпе, Раҫҫей нефть тата газ промышленноҫӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе Василий Васильевич Николаевпа мăнаçланаҫҫӗ. Техника наукисен тухтăрĕ, вӑл историпе этнографие тарӑн вӗреннӗ.
Чӑваш Хурамал ялĕнче чиркӳ нумаях пулмасть пулман-ха, унта пурӑнакансем кӳршӗ Бишкаин ялне чиркĕве çÿренĕ. Василий Николаев Василий Великий Святителе чысласа тунӑ чиркӳ ял-йыша валли пысӑк парне пулнă. Ҫакӑ 2000 ҫулта паллӑ тунӑ Чӑваш Карамал ялĕн юбилей кунӗ тӗлне, 260 ҫул ҫитнипе - ял ентешӗсене пысӑк парне пулнă.
Ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн унӑн хӗрӗ, Николаева Елена Васильевна, ырӑ ӗҫе малалла тӑснă. 2020 ҫулта вӑл спонсор пулăшăвĕ панипе фасад пайӗн тӗп юсавне, пусма картлашкисене, ҫивиттисене, шыв пӑрӑхӗсене тата чиркӗвӗн шалти пайне тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ. Ҫавӑн пекех меценат пулӑшнипе чиркӗвӗн чӳречисене çĕнетнĕ, çутă хатĕрĕсене ылмаштарнă. Храм территорийӗнче Василий Великий Святителе бронза палӑкĕ лартнӑ, палӑк тавра брусчатка йӗркелес тата сенкер чӑрӑш лартас енӗпе ӗҫсем тунӑ.
Мӗнпур ӗҫсен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 6,5 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.