Çутă çул
-2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
17 Кӑрлач 2022, 20:54

Пушкӑрт вузĕсене - НОЦа хутшӑнакансене 200 млн тенкӗ укҫа-тенкӗ уйӑрса пама грантсем йӗркеленеҫҫӗ

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Пушкӑрт вузĕсене - НОЦа хутшӑнакансене 200 млн тенкӗ укҫа-тенкӗ уйӑрса пама грантсем йӗркеленеҫҫӗ
Пушкӑрт вузĕсене - НОЦа хутшӑнакансене 200 млн тенкӗ укҫа-тенкӗ уйӑрса пама грантсем йӗркеленеҫҫӗ

Пушкӑртри аслӑ пӗлӳ паракан организацисене — Еврази наукӑпа вӗренӳ центрне хутшӑнакансене патшалӑх пулӑшăвĕн гранчĕсем йӗркеленеҫҫӗ. Тивӗҫлӗ указа паян алӑ пусӗҫ, пӗлтернӗ республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче оперативлӑ канашлура .
Ӑслӑлӑх тӗпчевӗсем ирттересси, инфратытӑма аталантарасси вӗренӳ программисене пурнӑҫласси шутне кӗрет. Грантсене, 200 млн тенкӗ, Уфари наукӑпа технологисен университечӗ, хăшĕ Пушкăрт патшалăх университечĕпе УГАТУна пĕрлештерĕ тата УГНТУ илӗҫ. Грантсем тӑратмалли йӗркене февралӗн 10-мӗшӗччен ҫирӗплетме хушнӑ.
Унсӑр пуҫне, асӑннӑ хушу тӑрӑх, республикӑри аслӑ шкулсен 200 ӑсчахӗсемпе аспиранчӗсен чикӗ леш енче е РФ чи лайӑх вӗренӳ учрежденийӗсенче стажировка тума май пулӗ. Ҫавӑн пекех кашни ҫул 200 ӑслӑлӑх ӗҫтешне пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма пулӑшӗҫ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: УГНТУ

Пушкӑрт вузĕсене - НОЦа хутшӑнакансене 200 млн тенкӗ укҫа-тенкӗ уйӑрса пама грантсем йӗркеленеҫҫӗ
Пушкӑрт вузĕсене - НОЦа хутшӑнакансене 200 млн тенкӗ укҫа-тенкӗ уйӑрса пама грантсем йӗркеленеҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: