Çутă çул
+20 °С
Пӗлӗтлӗ
Общество
17 Кӑрлач 2022, 04:24

Пушкӑртстанра коронавируспа чирленисен йышӗ ӳсет

Йывӑр лару-тӑрура 53 чирлесе ӳкнӗ.  

Пушкӑртстанра коронавируспа чирленисен йышӗ ӳсетПушкӑртстанра коронавируспа чирленисен йышӗ ӳсет
Пушкӑртстанра коронавируспа чирленисен йышӗ ӳсет

Оперштаб информацийӗпе республикӑра талӑк хушшинче тата 235 ҫын ковидпа чирлесе ӳкнӗ, пандеми вӑхӑтӗнче пĕтĕмпе вара — 125 319.

Ковид-госпитальсенче 138 пациент, вӗсенчен 96 ҫынни 60 ҫул аслӑраххисем.

Йывӑр лару-тӑрура 53 чирлесе ӳкнӗ.

Килте 4 290 ҫын сипленет, çав шутра 60 ҫул аслӑраххисем—3 353.

Коронавирусран талӑк хушшинче 10 ҫын вилнӗ, Пушкӑртстанра пӗтӗмпе 4 575 чирлесе вилнӗ, 3 995-шӗ 60 ҫул аслӑраххисем.

Пушкӑртстанра коронавирусран вакцинаци планӗ 2 484 667 ҫын шутланать, пӗтӗмӗшле илсен 3 105 836 ҫын. Республикӑна пурӗ 2 914 858 доза COVID-19 вакцина килнӗ.

Пӗрремӗш компонента 2 251 040 ҫын (халӑха вакцинацилеме тивӗҫлӗ ҫынсенчен 90,6%) явӑҫтарнӑ. 2 126 428 ҫын (тивӗҫлӗ халӑхран 85,6%) вакцинацие пӗтӗмпех вӗҫленӗ.

Талӑк хушшинче 4 821 ҫын (пӗрремӗш компонент — 2 758, иккӗмӗш компонент — 2 063) йӗркеленӗ. 238 685 ҫын (талӑк хушшинче —1 894) ревакцинациленӗ.

 «МГ» информацийĕпе.

Пушкӑртстанра коронавируспа чирленисен йышӗ ӳсет
Пушкӑртстанра коронавируспа чирленисен йышӗ ӳсет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас