Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
17 Кӑрлач 2022, 21:11

Вӑрӑм ӗҫ эрни кӗтет

Ҫывӑх вӑхӑтра пире, 5 кунлӑ ӗҫ эрнипе вӑй хуракансене, черетлӗ кану кунӗсем кӗтеҫҫӗ.

Вӑрӑм ӗҫ эрни кӗтет
Вӑрӑм ӗҫ эрни кӗтет

Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи пӗрремӗш ӗҫ эрни вӗҫленчӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра пире, 5 кунлӑ ӗҫ эрнипе вӑй хуракансене, черетлӗ кану кунӗсем кӗтеҫҫӗ. Ҫуркунне вӗҫӗнче икӗ хутчен тӑватшар кун канӑпӑр: ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен тытӑнса ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗччен тата ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен пуҫӑнса ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗччен.

Ҫитес уйӑхра Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне уявланӑ май пӗр кун, нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, юнкун, канӑпӑр. Ун умӗнхи ытларикун пӗр сехет сахалтарах ӗҫлеттерӗҫ. Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн ӗҫ эрни вӑрӑм пулӗ, вӑл 6 кунтан тӑрӗ. Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнчи шӑматкуншӑн тунтикун, пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, кантарӗҫ. Ҫапла вара ун чухне вырсарникун, тунтикун тата ытларикун ӗҫлемӗпӗр. Шӑматкун ӗҫ кунӗ 1 сехет кӗскерех пулӗ.

#кану#уявсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://forum.na-svyazi.ru/
 
Вӑрӑм ӗҫ эрни кӗтет
Вӑрӑм ӗҫ эрни кӗтет
Автор:
Читайте нас: