+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин шыва кĕме хутшӑнма пултарать. Ҫакӑн ҫинчен ытларикун, кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, брифингра Кремлĕн официаллӑ представителӗ Дмитрий Песков пӗлтернӗ.
"Енчен те вӑл (Владимир Путин. — Ред.) кун пек тӑвас тет пулсан, эпир сире пӗлтерӗпӗр. Вӑл шыва кĕме шутлать пулсан, ку Мускав çывӑхӗнче ҫеҫ пулма пултарать пулӗ. Мускавра Кремль тавра вак тупма йывӑр", — тенӗ Песков.
Вырӑс православи чиркӗвӗ Турă шыва кĕнине кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче палӑртать. Тӗне ӗненекенсенчен нумайӑшӗ вакăра шыва кӗреҫҫӗ.
«Известия» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: ТАСС/Михаил Климентьев.