

Православи тӗнне ӗненекенсем паян Кӑшарни уявне паллӑ тӑваҫҫӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ҫак кун чылайӑшӗ кӗлӗ туса тасатнӑ шыва кӗрсе тасалаҫҫӗ.
Кӑшарни ят ӑҫтан пулса кайни пирки тӗрлӗрен калаҫҫӗ. Пӗрисем вырӑссенчен кӗнӗ теҫҫӗ — Крещение сӑмахран. Теприсем унӑн тымарӗ авалтарах пулнине палӑртаҫҫӗ. Чӑвашла хӗл тутарла кыш пулнине шута илсен уяв ятне «хӗл эрни» пек ӑнланма пулать. Теприсем «кӗш» (кайӑк) + «эрни» сӑмахсенчен пулнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ҫак эрнере, кайӑк-кӗшӗке тӑрантарнӑ. Кӑшарни эрни Раштавран (Кӑрлач, 7) пуҫласа Крещени (кӑрлач, 19) таран пынӑ. Уявра ҫамрӑксемпе ачасем савӑннӑ
#кӑшарни #ырӑйӑлайӗрке #ырсунӑм
Чăваш чĕлхи-чĕкеç чĕлхи