Çутă çул
-7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
21 Кӑрлач 2022, 09:13

Собянин Мускавра вунă çулта халăх шучĕ 1,5 млн таран нумайланнине пĕлтернĕ

#владимирпутин  

Собянин Мускавра вунă çулта халăх шучĕ 1,5 млн таран нумайланнине пĕлтернĕ
Собянин Мускавра вунă çулта халăх шучĕ 1,5 млн таран нумайланнине пĕлтернĕ

10 ҫул хушшинче Мускав ҫыннисем 1,5 млн ытларах пулнӑ. Кун ҫинчен кӗҫнерникун, кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Мускав мэрӗ Сергей Собянин Раҫҫей Президенчӗпе Владимир Путинпа тӗл пулнӑ вӑхӑтра пӗлтернӗ.

"Халӑх перепиҫӗ ирттертӗмӗр. Хальлӗхе ку малтанхи итогсем кӑна-ха, анчах 10 ҫул хушшинче Мускав ҫыннисем 1,5 млн ытларах пулнӑ. Цифра 13 миллиона ҫывхарнӑ, тен, унрах кӑштах ирттеретпӗр", — пӗлтернӗ тӗп хула мэрĕ.

Хула пуҫлӑхӗ 1,5 миллиона халӑх йышӗ ÿсни пысӑк цифра пулнине палӑртнă.

"Эпир кунта халӑха пуҫтарасшӑн пулман, анчах та вун-вун ҫул хушши ĕнтӗ Мускав кашни 10 ҫулта миллиона яхӑн çынна ӳссе пырать. Ҫавӑн пек туртӑм пур, вӑл пур пысӑк хуласене те пырса тивет. Тата Ҫӗнӗ Мускав ҫур миллиона яхӑн пачӗ, пӗтӗмпе миллион çурă яхӑн пухӑнчӗ", — вӗҫленӗ Мускав мэрӗ.

 «Известия» информацийĕпе.  

Сăнÿкерчĕкĕ: ТАСС/Михаил Метцель.

Собянин Мускавра вунă çулта халăх шучĕ 1,5 млн таран нумайланнине пĕлтернĕ
Собянин Мускавра вунă çулта халăх шучĕ 1,5 млн таран нумайланнине пĕлтернĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: