Кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче Михайловка ялĕнче хӗрачана ларса пынăшăн тӳлеме пултарайманшӑн - унӑн телефонĕн зарядки ларнă - автобусран антарнă.
Пушкӑртстанри ача прависемпе ӗҫлекен уполномоченнӑй Ольга Панчихина хӑйӗн "Фейсбукри" страницинче "Башавтотранс" ертӳҫисемпе ӗҫлекенĕсене ачасене автобусран кӑларнăшăн саккунпа палӑртнӑ яваплӑха аса илтернӗ.
"Çулшăн валли укҫа ҫук пулсан та ачасене автобуссенчен кӑларса яма юрамасть, - тесе ҫырнӑ ача-пӑча омбудсменĕ. - 2021 ҫулхи пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче федерацин "Автомобиль транспорчӗн тата хулари ҫӗр ҫинчи электричествăпа çÿрекен транспорчӗн уставне" саккунне ҫул ҫитмен ачасене общество транспорчĕнчен 16 ҫулччен кӑларма чаракан улшӑнусем кӗртнӗ. 2021 ҫулхи майăн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫул ҫитмен пассажирсене саккунсен требованийӗсене пăсса антарса хăварнăшăн водительсемпе должноҫри ҫынсем валли штрафсем кӗртнӗ".
"Башавтотрансăн" гендиректорĕн пассажирсем турттаракан енĕпе ĕçлекен çумĕ Сергей Паскин ҫак сӑлтавпа служба тӗрӗслевӗ иртни ҫинчен "Башинформ" информаци агентствине пӗлтернӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: "Башинформ" ИА архивĕнчен.