Çутă çул
+24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
26 Кӑрлач 2022, 09:30

Раççей Правительствин председателӗ Михаил Мишустин çӗршыв гражданӗсене чӗнсе каланă

Covid-19 алхаснине пула  халăх диспансеризацине вăхăтлăха чараççӗ.

Раççей Правительствин председателӗ Михаил Мишустин  çӗршыв гражданӗсене чӗнсе каланă
Раççей Правительствин председателӗ Михаил Мишустин çӗршыв гражданӗсене чӗнсе каланă

«Вирус питӗ хăвăрт сарăлать. Çăмăл формăпа чирлесе ирттересси пур чухне те пулмасть. Чир хыççăнхи йывăрлăхсем пурпӗр пур, вӗсене ансат тесе калама çук. Вӗсенчен сывлăха сыхлама привика пулăшма пултарать», – тесе каланă РФ Премьер-министрӗ.

Михаил Мишустин палăртнă тăрăх, лару-тăру начарлансан вăхăтлă сипленме тытăнас тесен, тӳрех врачпа канашламалла. Ку чухне вăхăтлă вакцинаци туни лайăх пулăшать. Вакцинăсем кашни регионра çителӗклӗ чухлӗ пур. Правительство пуçлăхӗ субъектсене мӗн чухлӗ вакцина кирлине маларах прогнозлама ыйтнă, ун сăмахӗсемпе препаратсен çителӗксӗрлӗхӗ пулмалла мар.

Йывăр эпидемиологи лару-тăрăвне пула ĕç паракансене ӗçлекенсен май пур таран удаленкăна каймалла. Пресс-службăра палăртнă тăрăх, хула пурнăçне тимлекен, халăха çăмăллăхсем кӳрекен сотрудниксемсӗр пуçне ыттисем пурте килӗсенче ӗçлеççӗ.

Covid-19 алхаснине пула  халăх диспансеризацине вăхăтлăха чараççӗ. Коронавирус лару-тăрăвӗ япăхланнипе поликлиникăсене питӗ нумай пациент киле пуçланă. Çакна пула мӗн пур поликлиникăра планлă медицина пулăшăвӗ кӳме чарăнаççӗ. Çав вăхăтра вакцинаци уйрăмӗсем çаплипех ӗçлӗç.

Подробнее: http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/raccey-pravitelstvin-predsedatel-mikhail-mishustin-payan-crshyv-grazhdansene-chnse-kalana

Раççей Правительствин председателӗ Михаил Мишустин  çӗршыв гражданӗсене чӗнсе каланă
Раççей Правительствин председателӗ Михаил Мишустин çӗршыв гражданӗсене чӗнсе каланă
Автор:
Читайте нас: