Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
27 Кӑрлач 2022, 09:16

"Пурнӑҫа лайӑхрах тума тӑрӑшатпӑр"

Хушăлка ял совечӗн пуҫлӑхӗ Эдуард Иванов кулленхи ĕçсем пирки каласа пачĕ.

"Пурнӑҫа лайӑхрах тума тӑрӑшатпӑр"
"Пурнӑҫа лайӑхрах тума тӑрӑшатпӑр"

 

Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пуласси, ытлашши ӳстерсе каламасӑр, пысӑк яваплӑ, вӑй-хал, энерги кирлӗ ӗҫ, час-часах йӗркеллӗ ӗҫ кунĕ пек мар. Ҫак канӑҫсӑр ӗҫре Хушăлка ял совечӗн пуҫлӑхӗ Эдуард Иванов икӗ ҫул ӗҫлет.

— Эсир ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑранпа икӗ ҫул иртрӗ, сире ӗҫ килӗшрӗ-и?

— Паян тӑвакан ӗҫ интереслӗ те яваплӑ. Йывӑрлӑхсем те, лайӑх самантсем те ҫителӗклĕ. Час-часах нумайне тӑвас килет, анчах та яланах пурте санран килмест çав. Маншӑн чи кирли — тӑван ял тăрăхĕ аталанса, анлӑланса пытӑр тесе мӗн тума пултарнине пурне те тӑвасси. Ялта проблемӑсем яланах нумай, бюджет майӗсем вара вӗсене татса пама, шел пулин те, çитмеççĕ.

— Ял тӑрӑхне аталантарас енӗпе сирӗн мӗнле плансем пур?

— Пирӗн поселение аталантармалли плансем ыттисенни пекех, урамри ҫутта ĕçлĕ шайра тытасси, тирпей-илем кӗртмелли, ҫулсене аталантармалли ыйтусене татса парасси. Паллах, вӗсем пурте — пӗр кун валли кӑна мар, ялан тимлӗн ӗҫлемелле, пуринчен ытла — планпа укçа-тенкĕпе тивӗҫтермелле. Хушăлка ял тӑрӑхӗнче сакӑр халӑх пурӑнакан вырӑн: Хушăлка, Мелевĕс-Мускав, Вишневка, Çирĕклĕтамак, Петровка, Сармандеевка, Сосновка, Степановка. Пирӗн 1092 ҫын пурӑнать, пӗр вӑтам шкул, пӗр ача сачӗ, виҫӗ ФАП, ялти Культура çурчӗ, ҫичӗ хресчен-фермер хуҫалӑхӗ, виҫӗ уйрӑм предприниматель.

Пандеми хӑйӗн коррективӗсене пирӗн ӗҫе кӗртрĕ пулсан та, Ҫӗнӗ ҫулхине эпир паркри чи лайӑх юр фигурине палăртас конкурс хута ятӑмӑр, анчах унта хутшӑнакансем нумаях марччӗ. Ялти Культура çуртӗнче тата библиотекăра планпа килӗшӳллӗн мероприятисем ирттереҫҫӗ: спорт марафонӗсем, флешмобсем, квест-вӑйӑсем. Спорт секторӗнче ытларах ҫамрӑксем енӗпе ӗҫлекен специалист Николай Ильич Петров ӗҫлет.

— Ял поселенийӗсен пурин те пӗтӗмӗшле проблемӑсем пур. Ку-ҫулсем, шыв тата урамри ҫутӑ. Ҫав тӗлӗшпе сирӗн ӗҫсем мӗнле пыраҫҫӗ?

— Коммуналлӑ хытӑ каяшсене турттарса тухассипе "Экология-Т" ӗҫлет. Пирӗн ял советӗнче 21 ҫӳп-ҫап площадки. Хӗлле виҫӗ ялтан ҫӳп-ҫапа турттармаҫҫӗ, мӗншӗн тесен унта пурӑнакансем сахал. Пирӗн Центральная урамра кӑна шыв пăрăхĕ, ăна "Переработка" ООО тивӗҫтерет. Ҫулсене тасатас енĕпе пурте аван, договор тӑрӑх Дмитрий Ковальцов ӗҫлет, ӑна Юрий Тимофеевпа Юрий Григорьев пулӑшаҫҫӗ.

— Тирпей-илем кӗртес енĕпе юлашки вӑхӑтра мӗнле ӗҫсем тунӑ?

— Хӑтлӑх валли уйӑрнӑ укҫа-тенкӗн пӗр пайӗ пушар машинине пӑхса тӑма каять: гаража ӑшӑтма, ҫунтармалли-сӗрмелли материалсем туянма, водителе ӗҫ укҫи тÿлеме. Юлашки ҫулта виҫӗ урама вак чул сапнă, ҫулсеренех ҫӑлкуҫсене тирпейлетпĕр. Ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул çитнĕ тӗле кашни ялтах ял çыннисем мемориал плитисем лартнӑ. Хушăлкара ҫуралнӑ Анатолий Герасимов ялти "Огонь памяти" ҫӑлтӑра ҫӗнетрӗ. Пур ӗҫре те пире Влас Дутов, Валерий Андреев, Петровка старости Наталья Васильева, Хушăлка старости Юрий Григорьев, Çирĕклĕтамак старости Олег Тихонов, Мелевĕс-Мускав старости Гали Заляевпа мулла Хасан Ахмеров, Степановка старости Валерий Тимофеев, Вишневкăри — Сергей Трофимов пулӑшаҫҫӗ.

Карина ПАВЛОВА калаçнă.

Сăнÿкерчĕкĕ: Карина ПАВЛОВА.

Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра (№4, январĕн 28-мешĕ) вулăр.

"Пурнӑҫа лайӑхрах тума тӑрӑшатпӑр"
"Пурнӑҫа лайӑхрах тума тӑрӑшатпӑр"
"Пурнӑҫа лайӑхрах тума тӑрӑшатпӑр"
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: