Çутă çул
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
27 Кӑрлач 2022, 12:11

Ситекпуçсем студент çулĕсене аса илнĕ

Эсир студент пулнă вăхăт пирки мĕн каласа пама пултаратăр? Мĕнпе асра юлчĕç çав çулсем?  

Ситекпуçсем студент çулĕсене аса илнĕ
Ситекпуçсем студент çулĕсене аса илнĕ

Ситекпуçĕнчи чӑваш халӑх театрӗн "Отражение" тата "Берегиня" юрӑҫсен коллективне хутшӑнакансем ӑшӑ та кăмăллă лару-тăрура студент ҫулӗсене, кашни ҫын пурнӑҫӗнче асаилӳсем хӑваракан ҫулсене, аса илнĕ. Кашни ҫыннӑн пурнӑҫӗнче мӗнле те пулин питӗ чаплă самантсем нумай, темиҫе ҫултан та манма май ҫук. Вӗсенчен пӗри — студент пулни.

Кашни фотографин хӑйӗн историйӗ пур. Пӗринче — юлташӗсемпе стройотрядра, акӑ пӗр ушкӑнри хӗрпе каччăсемпе тĕл пулма кайнă.... Ӗнер пулнӑ пекех...

Лидия Сергеевна Ерастова (Исаева) калавӗсем 1970 ҫулсене илсе çитереҫҫӗ... Пишпӳлек районӗнчен Пелепейри педагогика училищинчи "А" ушкӑнра унпа пӗрле вӗреннӗ: Людмила Ивановна Иванова, Галина Матвеевна Лапшина (Максимова), Людмила Кириллова, Валерий Самуилович Потапов, Галина Андреева, Наталья Михайловна Петрова, Вера Алексеевна Павлова. Студент ҫулӗсене асра тытӑр тата упрӑр, вӗсене каялла тавӑрма май çук!

https://vk.com/club114231661?z=photo-114231661_457241284%2Fwall-114231661_1429.  

Ситекпуçсем студент çулĕсене аса илнĕ
Ситекпуçсем студент çулĕсене аса илнĕ
Ситекпуçсем студент çулĕсене аса илнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: