Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
28 Кӑрлач 2022, 21:01

Йăлпăлак ҫыннисем вырӑнти пуҫарусене пулӑшмалли программа хастар хутшӑнаççĕ

Йăлпăлакра пурӑнакансенчен нумайӑшӗ парка йӗркелемелли тата вăрçăра пуçне хунисене халалласа лартнă стела юсаса ҫӗнетмелли проекта ҫирӗплетнӗ.

2022 ҫулхи январĕн 26-мӗшӗнче Йăлпăлакри Автономиллӗ коммерциллӗ мар "Культурӑпа спорта аталантармалли центр " организацин ҫуртӗнче граждансене вырӑнти пуҫарусене пулӑшмалли программӑна хутшӑнмалли пӗтӗмлетӳ пухӑвӗ иртнӗ. Пухăва ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Александрович Семенов уҫнă. Вӑл вырӑнти пуҫарусене пулӑшмалли программа (ППМИ) республика бюджетӗнчен территорине тирпей-илем кӗртес тӗллевлӗ проектсене пурнӑҫлама субсидисене конкурс никӗсӗпе уйӑрма палӑртнине пӗлтернӗ. Ҫав хушӑрах поселенисенче проектсене суйласа илес тата пурнӑҫлас ӗҫе халӑх хастарлӑн хутшӑнсан кăна пурнӑҫлаҫҫӗ.
Йăлпăлакра пурӑнакансенчен нумайӑшӗ парка йӗркелемелли тата вăрçăра пуçне хунисене халалласа лартнă стела юсаса ҫӗнетмелли проекта ҫирӗплетнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек ял совечӗн администрацийӗн социаллă сетьри страницинчен.

Йăлпăлак ҫыннисем вырӑнти пуҫарусене пулӑшмалли программа хастар хутшӑнаççĕ
Йăлпăлак ҫыннисем вырӑнти пуҫарусене пулӑшмалли программа хастар хутшӑнаççĕ
Йăлпăлак ҫыннисем вырӑнти пуҫарусене пулӑшмалли программа хастар хутшӑнаççĕ
Йăлпăлак ҫыннисем вырӑнти пуҫарусене пулӑшмалли программа хастар хутшӑнаççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: