Çутă çул
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
1 Нарӑсӑн 2022, 08:47

Ăхпуçĕнче хастар ҫынсем пурӑнаҫҫӗ

Ял библиотекинче 1994 ҫултанпа чӑваш культурине юратакансен "Тӗлпулу" клубĕ пухăнать.  

Ăхпуçĕнче хастар ҫынсем пурӑнаҫҫӗ
Ăхпуçĕнче хастар ҫынсем пурӑнаҫҫӗ

 

Ял библиотекинче 1994 ҫултанпа чӑваш культурине юратакансен "Тӗлпулу" клубĕ пухăнать.

Кашни библиотекӑра культура учрежденийӗн ӗҫӗнче тӗревпе пӗр шухӑшлӑ ҫынсем шутланакан, библиотекӑн тусӗсене пӗрлештерекен клуб пур. Ăхпуç ял библиотекинче 1994 ҫултан пуҫласа чӑваш культурине юратакансен "Тӗлпулу" клубне йӗркеленӗ. Унӑн йышӗнче тӗрлӗ кӑмӑл-туртӑмпа киленÿллĕ ҫынсем, анчах вӗсене пурне те тӑван чӑваш чӗлхине, культурӑна, халӑх историне юратни пӗрлештерет.

Клуб членĕсем ялти пĕр мероприятинчен те юлмаççĕ, тĕп йĕркелÿçисем, пуçаруçисем шутланаççĕ. Уйрӑмах Чӑваш чӗлхи кунӗ тӗлне, "Тӗлпулу" клуб членӗсемпе уяв хӑнисем наци костюмӗсемпе тухса калаҫнӑ чухне, тĕлпулусем уйрӑмах ăшă та кăмăллă иртеҫҫӗ. Ял-йыш пулӑшнипе тата ҫывӑхри тата аякри пирӗн ентешсем, клуб членӗсем пулӑшнипе кашни ҫулленех ял çыннисен тӗлпулӑвӗн уявӗ иртет. 2021 ҫулта эпир Ăхпуç ялĕн 235 ҫулне халалланӑ уяв йӗркелерĕмӗр. Ҫӗнӗ ҫул мероприятийӗсем те библиотека тусӗсем пулӑшнипе иртеҫҫӗ. Ҫӑварни те, "Сурхури" уявӗ те йӗркелетпӗр, унта ваттисем те, кӗҫӗннисем те пуҫтарӑнаҫҫӗ.

"Тӗлпулу" библиотека клубӗн чи хастар членӗсен ячӗсене асӑнасшăн: Валентина Петровна Павлова, Лариса Леонидовна Еремеева, Валентина Александровна Леонтьева, Надежда Анатольевна Живитько, Людмила Николаевна Кузьмина, Алексей Феодулович Семенов, Надежда Петровна Петрова, Валерий Маркелович Максимов, Людмила Порфирьевна Тульцева, Николай Михайлович Леонтьев тата ыттисем.

Библиотека клубӗн членӗсем пирӗн ялти тӑван вырӑнсене тирпей-илем кĕртмелли мӗнпур субботникӑн чи хастар хутшӑнакансем пулаççĕ. Ялти пӗртен-пӗр культура вучахӗн шӑпипе кӑсăкланакансем пур чух, культура пурнӑҫӗ малашне те тулли те интереслӗ пуласса шанма пулать.

Лия ДМИТРИЕВА,

Ăхпуç ялĕ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Лия ДМИТРИЕВА.

Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.

 

Ăхпуçĕнче хастар ҫынсем пурӑнаҫҫӗ
Ăхпуçĕнче хастар ҫынсем пурӑнаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: