Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
3 Нарӑсӑн 2022, 09:19

Владимир Путин ҫӗршывра ирӗксӗрлесе ӗҫлеттермелли вырӑнсен хисепне ӳстерес шухӑшпа килӗшнӗ

#владимирпутин

Владимир Путин ҫӗршывра ирӗксӗрлесе ӗҫлеттермелли вырӑнсен хисепне ӳстерес шухӑшпа килӗшнӗ
Владимир Путин ҫӗршывра ирӗксӗрлесе ӗҫлеттермелли вырӑнсен хисепне ӳстерес шухӑшпа килӗшнӗ

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин январĕн 31-мӗшӗнче юстици министрӗпе Константин Чуйченкопа ӗҫлĕ тӗлпулу ирттернӗ.
Кремль пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимир Путин юстици министрӗн сĕнĕвĕсемпе, ирӗксӗрлесе ӗҫлеттермелли вырӑнсен йышне 100 пин таран ӳстермеллипе килӗшнӗ.
Министр паянхи кун 100 пин ҫын валли ирӗклӗхрен хăтарас вырăнне ирӗксӗрлесе ӗҫлеттермеллипе ылмаштарса пулать тесе шутлать, мӗншӗн тесен вӗсем ҫавна тивӗҫлӗ. Вӑл ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ тата ӗҫ укҫи илеҫҫӗ, ҫапла вара вӗсем ирӗклӗ пурнӑҫа таврăнма хатӗрленеҫҫӗ. Владимир Путин ҫак шухӑшпа килӗшнӗ.
"МГ" информацийĕпе.
Сӑнӳкерчӗкĕ: kremlin.ru сайтран.

Владимир Путин ҫӗршывра ирӗксӗрлесе ӗҫлеттермелли вырӑнсен хисепне ӳстерес шухӑшпа килӗшнӗ
Владимир Путин ҫӗршывра ирӗксӗрлесе ӗҫлеттермелли вырӑнсен хисепне ӳстерес шухӑшпа килӗшнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: