Çутă çул
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
4 Нарӑсӑн 2022, 13:57

Кистенлĕпуçĕнче колхоз йĕркелени çинчен

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Кистенлĕпуçĕнче колхоз йĕркелени çинчен
Кистенлĕпуçĕнче колхоз йĕркелени çинчен

Кистенлĕпуçĕнчи ял клубĕн ĕçченĕ Лена Иванова социаллă сетьри страницинче «Инçетри-çывăхри» рубрика илсе пырать. Черетлĕ статьяра вăл ялта колхоз йĕркелени çинчен каласа панă.

Октябрьти революци пирӗн ял хресченӗсен пурнӑҫне те пысӑк улшӑнусем кӗртнӗ. Канашсем пуҫланса кайнӑ. 1918 ҫулта ялта ҫӗре пӗрле ĕçлесе хатĕрлес енӗпе юлташлӑх —ТОЗ — йӗркеленӗ. 1919 ҫулта Шур тата Утрасвар поселоксенче те йӗркеленӗ. Пӗрремӗш йӗркелӳҫисем Иустин Николаевич Судеев, Елисей Емельянович Леонтьев, Владимир Потапов пулнӑ. 1930 ҫулта ҫак пӗчӗк хуҫалӑхсене "Красный боец" колхоза пӗрлештернӗ. Председателе К.М. Астафьева суйланă. 1931 ҫулта колхоз "Фордзон" пӗрремӗш трактор туяннă. Пӗрремӗш трактористсем Афанасий Епифанов, Николай Антонов, Алексей Судеев пулнӑ. 1937 ҫулта колхоз "Коммунар" пӗрремӗш комбайн туяннă. Пӗрремӗш комбайнерĕ Афанасий Епифанов пулнӑ.

Майӗпен колхоз ҫирӗпленнӗ, анчах ферма пулман. Пӗрлехи пуху йышӑнӑвӗ тӑрӑх, кашни килтен ӗнесем, ҫамрӑк выльăхсем, пӑрусем пуҫтарнӑ. 1940 ҫулта колхоз пуянланнӑ, анчах мирлӗ пурнӑҫа иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи пӑснӑ. Техника, рабочисем ҫитмен, анчах пур йывӑрлӑха та ҫӗнтерсе пынӑ.

1957 ҫулта пирӗн колхоз районти малта пыракан колхозсен шутӗнче пулнă. 1961 ҫулхи мартра "Кош-Елга" совхоз йӗркеленӗ, унта темиҫе уйрӑм кӗнӗ. Пирӗн тăватттăмĕш отделени те, совхозра никама та хӑйӗн вырӑнне паман. Уйрӑм управляющийӗн А.Д. Леонтьев ĕçленĕ. Нумай ҫул тăршшĕ И.А. Ласточкин ӗҫленӗ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕпуçĕнчи ял клубĕн социаллă сетьри страницинчен.

Кистенлĕпуçĕнче колхоз йĕркелени çинчен
Кистенлĕпуçĕнче колхоз йĕркелени çинчен
Кистенлĕпуçĕнче колхоз йĕркелени çинчен
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: