0 °С
Пӗлӗтлӗ
Февралӗн 3-мӗшӗнче Пишпӳлек районӗнчи халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрта ваканси ярмӑркки иртнĕ. Ярмарккӑна ӗҫ шыракан 6 граждан килсе курнă. Шыракансем ӗҫ паракансен представителӗсемпе тӳррӗн калаҫма, хӑйсен даннӑйӗсене хӑварма, анкетӑсемпе резюмесене тултарма май илнӗ.
Ярмарккӑна хутшӑнакансем социаллӑ контракта тӗпе хурса адреслӑ социаллӑ пулӑшу программи ҫинчен тӗплӗнрех пӗлнĕ. Ҫавӑн пекех ӗҫсӗр тӑрса юлнисене темиҫе енлӗ професси пӗлӗвӗ пама сӗннӗ.
#Бижбуляк_занятость #занятость #ятрудрб
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпӳлек районӗнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕн социаллă сетьри страницинчен.