«Халӑх пурӑнакан аякри вырӑнсем тӑрӑх çÿресе юртан тасатас енӗпе объектсем мĕнле шайра пулнине тĕрĕслеме пуҫларӑм. Ӗнер Йăлпăлактамак, Аит, Биккул, Дема ял совечӗсенчи халӑх пурӑнакан вырӑнсем тавра ҫаврӑнтӑмӑр. Юр питӗ нумай. Нумайранпа эпӗ ҫакӑн пек çуса тултарнине астумастӑп, — çырать район администраци пуçлăхĕ Артур Зарипов.
Паллӑрах пултӑр тесе, Хомутовка енĕсене ӳкерсе илнӗ Артур Зарипович. Ҫул хӗррипе машинӑран ҫӳлерех бордюрсем. Ҫавӑн пек йывӑрлӑхсене мӗнле ҫӗнтерме пулать? «Тата икӗ вӑйлӑ ҫил-тӑман тухсан, апат-ҫимӗҫе вертолетпа турттарма тивет вĕт», — тет район администраци пуçлăхĕ.
Пӗтӗмӗшле илсен, районти лару-тӑру ытлашши начар мар. Халӑх пурӑнакан вырӑнсем патне çитмелли çулсем пур. Ялсенчи объектсем тăрăх иртни поселоксенчи шалти ҫулӗсене те уҫнине кӑтартса пачӗҫ. Ҫапла, уйрӑм ялсенче, хӑш-пӗр тӑкӑрлӑксенче йывӑрлӑхсем пур. Анчах ку техника илме пултарайман ҫӗрте. К-700-па та. Вырӑнӗ-вырӑнӗпе ҫул ытла хĕсĕк вырăнсем те пур. Вӗсене те анлӑлататпӑр. Кунта та ӑнланмалла. Паян ДРСУ техники юлашки вăйран ӗҫлет. Час-часах ванать. Водительсем те ҫынсем, ковидпа та чирлеҫҫӗ. Ҫил-тӑвӑл кунӗсенче мĕн чухлĕ ĕçлерĕç. Талӑкӗпех тенӗ пек. Районӑн пӗр вӗҫӗнчен тепӗр вӗҫне, юр тыткӑнӗнчен хӑтӑлас тесе, путса ларнӑ машинӑсене кăларас тесе çÿрерĕç. Калӑпӑр, Хушăлкаран Хомутовка ҫитме мĕн чухлĕ каймалли ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха.
МЧС ҫанталӑк условийĕсем япӑхланни ҫинчен асӑрхаттарчӗ пулсан, ҫул ҫине тухма кирлӗ мар. Туртса кӑларӑпӑр. Ҫапла, тасататпӑр. Анчах ку ӗҫсем мӗн хака кайса ларни пуриншӗн те паллӑ пулӗ.
Р/S. Тепӗр енчен, вӑйлӑ юр та лайӑх. Ӗлӗк ҫынсем калатчӗҫ — юр нумай пулсан, тырпул нумай пулать.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Артур Зарипов.