Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
8 Нарӑсӑн 2022, 12:20

Газовиксене пÿрте кĕртмелле-и?

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Газовиксене пÿрте кĕртмелле-и?
Газовиксене пÿрте кĕртмелле-и?

Халӗ ҫав тери нумай мошенниксем ĕрчесе кайрĕҫ. Юрать-ха вӗсем телефонпа шăнкăравлӗҫ, халĕ вĕт хваттерсем тӑрӑх та газ хатӗрӗсем, электросчетчиксем е вентиляци тӗрӗслекен ҫынсем пек ҫӳреҫҫӗ. Ан кĕрт-ха, ҫавӑнтах электричество сӳнтерӗпӗр, шывсӑр юлатӑр, газ татăпӑр, тесе хăратаççĕ. Кама пирӗн тӗрӗслевсем ирттерме çурта кĕртме тивӗҫ?

Хурав. Сире малтанах тӗрӗслесе тӑракан ҫынсем хӑйсем килесси ҫинчен систермерӗҫ пулсан, вӗсен хваттере кӗртме юрамасть. Ялан тенӗ пекех газ служби е ытти ресурспа тивӗҫтерекен предприятисен представителӗсем пулас тӗрӗслевсем ҫинчен малтанах пӗлтереҫҫӗ. Вӗсем хӑйсем килесси ҫинчен час-часах телефонпа асӑрхаттараҫҫӗ е подъезд алӑкӗ ҫинче пӗлтерӳ хӑвараҫҫӗ, хаçатра çыраççĕ.

Анчах та хӑш-пӗр чухне алӑкран вара, сӑмахран, газовик шаккать пулсан, эсир вăл сирĕн тăрăхри служба ĕçченĕ пулни пирки иккĕленетĕр пулсан, ӑна хваттере кĕртме ан васкӑр. Сирӗн управляющи компанийӗн диспетчерне шӑнкӑравлӑр та тӗрӗслев иртет-и тесе ыйтӑр.

МИХ информацийĕпе.

Газовиксене пÿрте кĕртмелле-и?
Газовиксене пÿрте кĕртмелле-и?
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: