Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
8 Нарӑсӑн 2022, 22:06

Пушкӑртстанри професси тупӑшӗ валли налука кӗртмелли эксперимента ӑнӑҫлӑ тесе йышӑннӑ

 Саккун проекчӗпе граждансене патшалӑх порталӗ урлӑ налук органӗнче професси тупӑшӗн налук тӳлекенĕ пулса шута илме май параççĕ.

Пушкӑртстанри професси тупӑшӗ валли налука кӗртмелли эксперимента ӑнӑҫлӑ тесе йышӑннӑ
Пушкӑртстанри професси тупӑшӗ валли налука кӗртмелли эксперимента ӑнӑҫлӑ тесе йышӑннӑ

Пушкӑртстан Патшалӑх Пухӑвӗн – Курултайӗн бюджет, налук, инвестици политики тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен комитечӗ федераци саккунӗн "Федераци саккунӗн "Професси тупӑшӗ валли ятарлӑ налук режимне йӗркелесси ҫинчен" саккунӗн 3 тата 5 статйисене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен" проектне йышăннă.
Ҫак саккун проекчӗпе граждансене патшалӑх порталӗ урлӑ налук органӗнче професси тупӑшӗн налук тӳлекенĕ пулса шута илме май параççĕ, - ăнлантарнă Патшалӑх Пухӑвӗн Председателӗ Константин Толкачев.
Професси тупӑшӗ шутне кӗрекен налук вӑл ҫӗнӗ налук мар, вăл хăй çине ĕçлекенсене тата уйрӑм предпринимательсене усӑ курмалли ятарлӑ налук йӗрки. Тӳлекенсем валли налукăн пӗчӗк ставкисем ӗҫлеҫҫӗ: физлицӑсем валли – тупӑшăн 4 проценчӗ, уйрӑм предпринимательсем валли – 6 процент. Обязательнăй урӑх тӳлев ҫук.
Федераци саккунне улшӑнусем кӗртни асӑннӑ налука тата ĕмĕлке тупӑшӗсене малалла легализацилеме пулӑшать.
"МГ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанри професси тупӑшӗ валли налука кӗртмелли эксперимента ӑнӑҫлӑ тесе йышӑннӑ
Пушкӑртстанри професси тупӑшӗ валли налука кӗртмелли эксперимента ӑнӑҫлӑ тесе йышӑннӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: