Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
9 Нарӑсӑн 2022, 21:23

24 ҫулхи ҫын ӗҫ параканӗн айăпĕпе йывӑр суранланнă

Инкеклӗ ӗҫе Патшалăх ĕç инспекцийĕ тӗпченӗ.

24 ҫулхи ҫын ӗҫ параканӗн айăпĕпе  йывӑр суранланнă
24 ҫулхи ҫын ӗҫ параканӗн айăпĕпе йывӑр суранланнă

Инкеклӗ ӗҫе Патшалăх ĕç инспекцийĕ тӗпченӗ.
Пӗлтӗр декабрь уйӑхӗнче Учалă районӗнчи Мансурово ял карьерĕн территорийӗнче взрыв ӗҫӗсем тума хатӗрленни паллӑ. Электрослесарьсене ЛЭП тӗрев линийӗсене сÿтме, кабельсене пуҫтарма хушнӑ. Пӗр самантра предприятин 24 ҫулхи ӗҫченне ток ҫапнӑ та, вӑл ҫӗре ӳкнӗ. Йывӑр аманнă арҫынна госпитализациленӗ. Ӗҫ сыхлавĕн енӗпе йĕркене пӑснӑ пирки ҫакӑн пек инкек пулни палӑрнă: ӗҫе ҫӳлте тумалли наряд-допуск пулман, хӑрушсӑрлӑхӑн кирлӗ мерисене палӑртман. Унсӑр пуҫне электрослесаре пуçламăш инструктаж ирттермесӗр тата ӗҫ вырӑнӗнче стажировка тумасӑр хӑй тӗллӗн ӗҫлеме ирӗк панӑ.
Ӗҫ паракана 450 пин тенкӗлӗх штраф евӗр административлӑ яваплӑх тыттарнӑ.
"МГ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: pixabay.com.

24 ҫулхи ҫын ӗҫ параканӗн айăпĕпе  йывӑр суранланнă
24 ҫулхи ҫын ӗҫ параканӗн айăпĕпе йывӑр суранланнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: