Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Кистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительстваПродлён приём заявок на конкурс «Лучшие товары Башкортостана»Михайловкăри вăтам шкулта "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнĕРайонти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнăÇирĕклĕ клубӗнче ачасем сӗтелҫи вӑййисем вылянă
Пур хыпар та
10
Общество
9 Нарӑсӑн 2022, 13:10

Çамку çине картса хур: çул çине тăкмаççĕ юр!

Юр тасатмалли правилăсене пĕлетĕр-и? Эсир çакăн пирки мĕн шутлатăр?  

Çамку çине картса хур: çул çине тăкмаççĕ юр!
Çамку çине картса хур: çул çине тăкмаççĕ юр!

ЮР çăвать те çăвать. Ял çыннисем картишĕнчи юра тасата-тасата ывăнсах çитрĕç ĕнтĕ. Çурт е лупас тăррисенчен лаплатса анакан юр та тарăхтарать. Ăçта чикмелле-ха çакăн чухлĕ юра?!

Хăшĕсем çăмăл меслет тупнă: картишĕнчи юра пĕр вăтанмасăр автомашинăсем тата çынсем çỹрекен çул çине кăларса тăкаççĕ. Çак ỹкерчĕке чылай ялсенче  асăрхама пулать. Çул çине юр тăкса тултарнипе «Васкавлă пулăшу» машини те чĕннĕ çĕре вăхăтра çитеймест, çын пурнăçĕшĕн пысăк хăрушлăх тухса тăрать.

Турă сыхлатăр та-ха инкек-синкекрен, енчен те вут-кăвар тухас пулсан çак çулпа мĕнле иртмелле? Çул çине юр тăкакансене штраф тỹлеттерни те пулăшмасть пулмалла. Пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тенĕ пек çул тăрăх юр куписем тăва-тăва лартаççĕ. Аван мар вĕт капла, ял-йышăм, юра анкартине, сад пахчине кăларсан нỹрĕк тытма та пулăшĕччĕ. Урама кăларсан та çултан аяккарах тăкмалла.

Автомашинăсене те, çуран çынсене те юр чăрмав ан кỹтĕр. Тата çакна та каласа хăварас килет. Кỹршĕпе кỹршĕн тăванла пурăнмалла пек, анчах та вĕсен хăш-пĕр ĕçĕ тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерет. Енчен те сирĕн пахчăр умне е кил çумне хăйсен юрне чышса хурсан мĕн шутламалла-ши кỹршĕсем çинчен? Мĕн вăл? Хисеплеменни? Кулни? Е «прихватизаци» законĕ? Е «эпĕ - лайăх, эсĕ - начар» текен принцип? Е çын тивĕçлĕхне таптани?

Юр пур çĕрте те пĕр пек çăвать: сирĕн патăрта та, пирĕн патăмăрта та. Кашнин хăйĕн умне тирпейлĕ те таса тытас килет. Ют кил умĕнчи юр пирĕн ума килсе «выртни» пире кỹрентерет, кăмăла хуçать. Кỹрше ним вырăнне хумасăр килĕшỹсĕр хăтланакан çыннăн культури пĕчĕккине, çынлăхĕ çуккине çирĕплетекен пулăм ку. Пĕр-пĕрне кỹрентермесĕр, хисеплесе, малашлăхра туслă пурăнма картса пурăнасчĕ пирĕн ахаль те кĕске ĕмĕрте.

https://ok.ru/group/53088974930130/topic/155221895010514

Çамку çине картса хур: çул çине тăкмаççĕ юр!
Çамку çине картса хур: çул çине тăкмаççĕ юр!
Автор:
Читайте нас: