Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
9 Нарӑсӑн 2022, 21:04

Калуш çуралнă кун

1824 çулхи нарăсăн 4-мĕшĕнче Америка изобретателĕ резинăран тунă калушĕпе паллаштарнă.

Калуш çуралнă кун
Калуш çуралнă кун

Калуш тăхăнса курман çын çук та пулĕ. Вăл тĕрлĕрен пулать.

Паянхи кун тĕлне кеда, пушмак, çÿллĕ кĕлеллĕ туфли çине тăхăнмалли калушсем те пур.

Калуша мĕнле тата кам шухăшласа кăларни паллă мар. Пĕр верси тăрăх, унпа Юлий Цезарь вăхăтĕнче усă курнă, тепринпе – Кăнтăр Америкăри индеецсем шутласа кăларнă. Америка континентне лекнĕ европеецсем вырăнти халăхăн шыв кĕмен атă-пушмакĕпе интересленме пуçланă. Вĕсем каучук йывăçĕн сĕткенĕпе сĕрнĕ атă-пушмакпа çÿренĕ.

Анчах та калуш пуçланса кайнин виççĕмĕш версийĕ те пур. Акăлчан çынни Рэдли йĕпе-сапаллă çанталăка пула час-часах чирленĕ. Пĕррехинче вăл Юлий Цезарь çырнă «Записки о Галльской войне» çырăвне вуласа çар çыннисем (gallicae) пушмак çине шыв кĕмен футляр тăхăннине пĕлнĕ. Вăл вара, тĕрлĕрен экспериментсем туса, 1803 çулта атă-пушмак çине тăхăнмалли чехол патентне илнĕ. Ăна пусмаран çĕлесе чĕрĕ каучук сĕткенĕпе шÿтернĕ. Футлярăн çитменлĕхĕсем те нумай пулнă: сивĕре шăнса çурăлнă, шăрăхра тутлă мар шăршă кăларнă тата ирĕлсе пур çĕре те çыпçăннă.

19-мĕш ĕмĕрте предпринимательсем кирек мĕнле çанталăкра та чăтăмлă каучук тăвасси енĕпе ĕçлеме пуçлаççĕ. 1824 çулхи нарăсăн 4-мĕшĕнче Америка изобретателĕ Чарльз Гудьир Бостон хулинче резинăран тунă калушĕпе паллаштарнă. Çак кун калуш çуралнă кун шутланать.

Калуш çуралнă кун
Калуш çуралнă кун
Автор:
Читайте нас: