Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
10 Нарӑсӑн 2022, 10:59

Ял шкулĕ — пурин пуçламăшĕ

Черетлĕ статьяра — ялти шкул историйĕ.

Ял шкулĕ — пурин пуçламăшĕ
Ял шкулĕ — пурин пуçламăшĕ

Кистенлĕпуçĕнчи ял клубĕн ĕçченĕ Лена Иванова социаллă сетьри страницинче «Инçетри-çывăхри» рубрика илсе пырать. Черетлĕ статьяра — ялти шкул историйĕ.

РФ Культура еткерӗн çулталӑкӗн шайӗнче "Инҫетри-ҫывӑхри" ярӑмра ялти шкул историне тимлеме сĕнетпĕр.

1896 ҫулта хӑйӗн пуҫарӑвӗпе Михеев Лев Никанорович ялта шкул çуртне туса йӗркеленӗ. Вӑл вӗт ялти пӗрремӗш учитель пулнӑ.

1890 ҫулта Хусанти учительсен семинарине пӗтернӗ. Лев Никанорович хăй тĕллĕн вĕреннĕ изобретатель, пур ӗҫе те ӑстаҫӑ пулнӑ. Лаша кÿлмелли тимӗр плуг, утлӑ молотилка, жатка туяннă. Хресченсене машинӑсене мӗнле тытса пымаллине вӗрентнӗ, хӑйӗн конструкцийӗпе тунӑ ҫил арманӗ лартнă.

Малтанхи вӑхӑтра ун патĕнче 15—20 ача вӗреннӗ, пурте арçын ачасем кӑна пулнӑ. Лев Никанорович вилнӗ хыҫҫӑн Никифоров Андрей Никифорович ӗҫленӗ. 40 арҫын ачапа 3 хӗрача пулнӑ. Ун хыҫҫӑн Мария Андреевна Никифорова хӗрӗ ӗҫленӗ.

1937 ҫултан пуҫласа 1949 ҫулччен пуҫламӑш шкулта И.С. Дементьев ĕçленĕ. 1949—1953 ҫултанпа ҫичӗ ҫулхи шкул директорӗ пулса тӑнӑ. 1949 ҫулччен шкулта тӑватӑ ҫулхи вĕренÿ кӑна пулнӑ.

Шкулта библиотека, буфет, радиоузел пулнӑ. Радиопа кашни шӑматкун вӗренӳ тата ачасем шкула çÿрени ҫинчен пӗлтернĕ. Отличниксемпе лайӑх вĕренекенсем нумай пулнӑ. Художество пултарулӑх кружокӗсем ӗҫленĕ.

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕпуçĕнчи Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.

 

Ял шкулĕ — пурин пуçламăшĕ
Ял шкулĕ — пурин пуçламăшĕ
Ял шкулĕ — пурин пуçламăшĕ
Ял шкулĕ — пурин пуçламăшĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: