Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
11 Нарӑсӑн 2022, 09:47

Путин газа альтернатива тупма хушнă

#владимирпутин

Путин газа альтернатива  тупма хушнă
Путин газа альтернатива тупма хушнă

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин правительствӑна ҫут ҫанталӑк газӗ вырӑнне альтернативлă энерги ҫӑлкуҫӗсем тупма ыйтнă. Патшалӑх пуҫлӑхӗн хушӑвӗ ҫинчен Кремль сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Путин Михаил Мишустин премьер-министра тата ҫӗршыв субъекчӗсен пуҫлӑхӗсене 2022 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗччен хӑш регионсенче газ энергин тӗп ҫӑлкуҫĕ пулма пултарайманнине тӗрӗслесе пӑхма хушнӑ.
Яваплӑ ҫынсем энерги паракан альтернативлӑ ҫӑлкуҫсемпе субъектсенче усӑ курмалли майсем сӗнмелле. Ҫавӑн пек мероприятисем валли влаҫсем укҫа-тенкӗ уйӑрассине те палӑртса хурӗҫ.
https://lenta.ru

Путин газа альтернатива  тупма хушнă
Путин газа альтернатива тупма хушнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: