

Пушкӑртстанра вак-тӗвек чӗрчунсене йÿнерех хакпа стерилизацилемелли уйӑхлӑх пырать.
Пушкӑртстанӑн Ветеринари управленийӗн пресс-службинче каланӑ тӑрӑх, кирек хӑш ветеринари станцинче те, выльӑхсене пӗр вӑхӑтра чипироват тата идентификаци тытӑмӗнче регистрацилес условипе хӑйсен питомецĕсене стерилизацилеме е кастарма пулать.
Акци килти чĕрчунсен хуҫисен яваплӑхне ӳстерес тата вӗсене асӑрхавсӑр чӗрчунсен хисепне чакармалли чи лайӑх майсемпе явӑҫтарас тӗллевпе иртет.
Ветеринари станцийӗсен адресӗсемпе тата контакт даннӑйӗсемпе ведомствӑн сайтӗнче паллашма пулать.
Процедурӑна иртме пӗрешкел тариф ҫук. Уйӑх шайӗнче прейскурант хакне 30 процента чакарнӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков.