Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
14 Нарӑсӑн 2022, 11:28

Патшалăх Думи ҫапкаланчӑк йытӑсем тапӑннӑшӑн явап тыттарасси ҫинчен калакан саккун проектне пӑхса тухӗ

Йытăшăн хуçисем явап тытмаллине пурте пĕлеççĕ, анчах...

Патшалăх Думи ҫапкаланчӑк йытӑсем тапӑннӑшӑн явап тыттарасси ҫинчен калакан саккун проектне пӑхса тухӗ
Патшалăх Думи ҫапкаланчӑк йытӑсем тапӑннӑшӑн явап тыттарасси ҫинчен калакан саккун проектне пӑхса тухӗ

Штрафсем кӗртекен тата килсӗр йытӑсем тапӑннӑшӑн уголовлӑ йĕркепе явап тыттарасси çинчен саккуна февральте Госдума умне тăратĕç. Кун ҫинчен экологи, ҫутҫанталӑк ресурсӗсем, тавралӑх хутлӑхне сыхласси тĕлĕшпе ĕçлекен комитетӑн пуçлăхĕн çумĕ Владимир Бурматов РИА Новости кăларăма каласа пачӗ.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, чӗр чунсене пӑхса усрас сферӑри саккунсене пӑснӑшӑн яваплӑха граждансемшĕн тата должнăçри çынсемшĕн ӳстерме сӗнеҫҫӗ. КоАП тивӗҫлӗ улшӑнусем кӗртӗҫ. Сӑмахран, чиновниксемшӗн штраф 200 пин тенкӗ таран тӑваҫҫӗ.

Сӑмах уголовлӑ пĕлтерĕш ҫук чухне, килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсем тапӑнни ҫынна вӗлермен чухне пулса иртни ҫинчен пырать. "Енчен те суранланнисем е вилнисем пур пулсан, ку уголовлӑ яваплӑх", — тенӗ Бурматов.

Ҫавӑн пекех саккун проекчӗпе 200 пин тенкӗ таран хуҫана штрафлама сӗнеҫҫӗ, енчен те вӗсен йыттисем çынсене çыртнă пулсан.

 lenta.ru  информацийĕпе.

Патшалăх Думи ҫапкаланчӑк йытӑсем тапӑннӑшӑн явап тыттарасси ҫинчен калакан саккун проектне пӑхса тухӗ
Патшалăх Думи ҫапкаланчӑк йытӑсем тапӑннӑшӑн явап тыттарасси ҫинчен калакан саккун проектне пӑхса тухӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: