Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
15 Нарӑсӑн 2022, 21:16

Раҫҫей ҫыннисен ултавҫӑсем вӑрланӑ укҫине саккун хӳтӗлĕ

Палӑртса хӑварар: Раҫҫей ҫыннисем пӗр ҫул хушшинче мошенниксене пула 3,15 миллиард тенкӗ ҫухатнӑ.

Раҫҫей ҫыннисен ултавҫӑсем вӑрланӑ укҫине саккун хӳтӗлĕ
Раҫҫей ҫыннисен ултавҫӑсем вӑрланӑ укҫине саккун хӳтӗлĕ

РФ Патшалӑх Думин кӗрхи сессинче Раҫҫей ҫыннисен укҫине хӳтӗлекен саккун проектне пӑхса тухма палӑртаҫҫӗ. Юлашки ҫулсенче ултавлӑ ӗҫсем ҫинчен уголовлӑ ӗҫсен шучӗ нумайланнӑ, ун хыҫҫӑн вара Раҫҫей ҫыннисем час-часах нимсӗр тӑрса юлаҫҫӗ. Аферистсем граждансен счечĕсем çинче пухăннă укçине вӑрлаҫҫӗ те ҫухалаҫҫӗ. Финанс рынокӗнчи патшалӑх комитечӗн председателӗ Анатолий Аксаков вӑрланӑ укҫасене тытса чарма сӗнекен документа кӗркунне пӑхса тухасса шанать. Саккуна хута ярсан укҫа вӑрланӑ счетсене хупса пулĕ, усал шухӑшлӑ ҫынсен счетне вара 30 кунлӑха блокироват тума пулать.
Палӑртса хӑварар: Раҫҫей ҫыннисем пӗр ҫул хушшинче мошенниксене пула 3,15 миллиард тенкӗ ҫухатнӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков.

Раҫҫей ҫыннисен ултавҫӑсем вӑрланӑ укҫине саккун хӳтӗлĕ
Раҫҫей ҫыннисен ултавҫӑсем вӑрланӑ укҫине саккун хӳтӗлĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: