Участок хуҫисен куҫман пурлӑх прависене ҫырса пӗтермешкӗн пилӗк ҫул панă пулнӑ.
Кун ҫинчен Пушкӑртстанри Росреестр тата Кадастр палатин специалисчӗсем онлайн-брифингра каласа панă.
2022 ҫулхи мартăн 1-мӗшӗнчен ЕГРНри "вӑхӑтлӑх" статуслӑ ҫӗр лаптӑкӗсем "архивлӑ" пулӗҫ. Объектсене кадастр учетӗнчен кăлараҫҫӗ. Вӗсен хуҫисен ҫӗр лаптӑкне ҫӗнӗрен йӗркелеме тивет. Февраль тĕлне Пушкӑртстанра 60 пин "вӑхӑтлӑх" ҫӗр лаптӑкӗ шутланать. Хуҫисене куҫман пурлӑх прависене мартăн 1-мӗшӗччен ҫырса хума сӗнеҫҫӗ, МФЦ кирлӗ документсемпе патшалӑх регистрацийӗ тумалли заявлени ҫырмалла, унсӑрӑн ҫӗр лаптӑкне, ҫав шутра кадастр ӗҫӗсене те, ҫӗнӗрен йӗркелеме тивет.
"МГ" информацийĕпе.