Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров республикăн улттӑмӗш созыври Патшалӑх Пухӑвӗн - Курултайӗн 41-мӗш пленарлӑ ларӑвне хутшӑннă.
Тӗп ыйту Пушкӑртстанри Шалти ӗҫсен министрӗ Роман Деев панӑ МВД регионти йӗркине тата республикӑри МВД ӗҫ-хӗлӗн тӗп результачӗсем ҫинчен калакан отчет пулса тӑнă.
Пӗлтӗр республикӑри пӗтӗмӗшле преступлени активлӑхӗ 6,2 процент чакнă. Ҫаратусен, вăрланисен шучӗ чакса пынипе тенденци упранать. Профилактика службин тухӑҫлӑ ӗҫӗ урамри тата кил-çурт хушшинчи преступленисене, ҫула ҫитменнисен правонарушенийĕсене, ҫавӑн пекех ӳсӗрле тунă преступленисене чакарма пулӑшнӑ.
Радий Хабиров право йĕркине сыхлакан органӗсене 2021 ҫулта тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн тав тунă.
"МГ" информацийĕпе.