Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
17 Нарӑсӑн 2022, 22:08

Уфара тӑхӑр ҫулхи ача ҫӳп-ҫап тăкакан "бизнес" йӗркеленӗ

Вӑл кӳршисене ҫӳп-ҫапа кăларса тăкма тата лавккана япала туянма çÿреме пулӑшать.

Уфара тӑхӑр ҫулхи ача ҫӳп-ҫап тăкакан "бизнес" йӗркеленӗ
Уфара тӑхӑр ҫулхи ача ҫӳп-ҫап тăкакан "бизнес" йӗркеленӗ

Тӑхӑр ҫулхи Александр Рудзит хӑйӗн "ӗҫне" йӗркеленӗ. Вӑл кӳршисене ҫӳп-ҫапа кăларса тăкма тата лавккана япала туянма çÿреме пулӑшать.
"Ӗҫсӗр лармастӑп! Ҫӳп-ҫапа кăларса пăрахнăшăн - 10 тенкӗ, сирӗн списокпа лавккаран япала илсе килнĕшĕн - 20-50 тенкӗ. Саша, 9 ҫул. Тӳрӗ кăмăллă та тӑрӑшуллӑ!" ҫавӑн пек пӗлтерӳ Менделеев урамӗнчи подъездри алӑксем çинче тата кӳршӗсен ҫурт чатĕсем çинче курăннă.
Сашăн амăшĕ Регина каласа панӑ тӑрӑх, ку меслете вӑл хӑй шухӑшласа кӑларнӑ, ӑна "Пес по имени Мани" кӗнеке хавхалантарнӑ. Çав кӗнекери Кира героиня тӗслӗхӗпе хавхаланса вӑл укҫа ӗҫлесе илме, укҫа пухма шут тытнӑ.
Унӑн ҫӗнӗ ӗҫӗнче пӗтӗм ҫемье пулӑшса тӑрать: аслашшӗ пӗлтерӳсене тума пулăшнă, амӑшӗ вара Саньӑпа ҫӳп-ҫап тăкма е лавккана çÿрет, "чĕнÿ" каҫа юлса килет пулсан. Нумаях пулмасть ача сӗнекен пулӑшу списокне анлӑлатнӑ: халӗ вӑл пӗчӗк йытӑсене урама уçăлса çÿреме кӑларать. Тӗпрен илсен, ача пулӑшӑвӗпе пӗчӗк ачаллă хĕрарăмсем тата ватӑ кӳршисем усӑ кураҫҫӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.

Уфара тӑхӑр ҫулхи ача ҫӳп-ҫап тăкакан "бизнес" йӗркеленӗ
Уфара тӑхӑр ҫулхи ача ҫӳп-ҫап тăкакан "бизнес" йӗркеленӗ
Уфара тӑхӑр ҫулхи ача ҫӳп-ҫап тăкакан "бизнес" йӗркеленӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: