Чи малти выранта яланах — ҫынсем, чи малтанах Радий Хабиров ҫынсене итлет.
Пушкӑртстанӑн ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫĕ, Салават районӗнчи Мурсалимкино ялӗ. Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн ĕçлĕ çулçÿревне çутатса панă "LIVE Республика" программӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗсенчен пӗри. Вӑрман турттарассипе ҫыхӑннӑ пысӑк канашлӑва ял клубӗнче йӗркеленӗ. Кивӗ ҫурт, ун тӑрӑх "Инцидент-менеджмент" системӑра ҫӑхавсем пулнӑ ӗнтӗ. Ӑшӑ концерт пӑхнă, унта пурӑнакансемпе калаҫнă. Радий Хабиров хушу панă — яла Культура ҫурчӗ кирлӗ. Тепӗр икӗ ҫултан ӑна уҫнă.
Виҫӗ ҫул ытла вăхăтра регион Пуҫлӑхӗ пӗрре кăна та мар, республикӑри пур районта та ĕçлĕ çулçÿревпе пулнă. Вӗсем е планпа, е событисемпе е проблемӑсемпе йӗркеленеҫҫӗ. Яланах — ҫынсем, чи малтанах Радий Хабиров ҫынсене итлет. Пуҫлӑх команди ҫӳрев пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх хушусен переченьне, яваплӑ çынсен тата сроксен списокне хатӗрлет. Яланах решени хӑвӑрт килмест. Çулталӑк, икӗ ҫул пурнăçланă хушусем те пур. Вӗсем анлӑ социаллӑ объектсем, федераци укҫи-тенкине явӑҫтарасси, смета, проектсене явӑҫтарасси. Хальхи чухнехи, илемлӗ, пӗтӗм оборудованиллĕ шкул тума — вӑхӑт кирлӗ. Анчах пӗр хушу та тимлĕхсĕр юлмасть, ҫухалма пултараймасть, — палӑртнӑ Шамиль Фаррахов, Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхӗн вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе пӗрле муниципалитет пӗрлӗхӗсемпе хутшӑнса ӗҫлес енӗпе ĕҫлекен пайӑн тӗп советникĕ.
«МГ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.