+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Уфа блогерӗ спортсменкӑна хӗсӗрлекенсене пурне те хыттӑн вăрçса хуравланă.
Рустам Набиев хӑйӗн блогӗнче Пекинри Олимпиадӑра мӗн курни-илтни ҫинчен каласа панӑ. Вӑл Камила Валиевана хавхалантарас килнине тата 15 ҫулхи хӗрача халӗ мӗн туйнине те тавҫӑрса илейменнине палӑртнӑ. Набиев спортсменкӑна хӗсӗрленĕ ют ҫӗршыв журналисчӗсене хытă ÿпкелешнĕ тата вĕсем спортсменкăна психологи тӗлӗшӗнчен "ватса" хӑварнӑ тесе каланӑ.
- Уншӑн питӗ кӳренмелле, питӗ кӳренмелле, - тенӗ блогер-миллионник.
"МГ" информацийĕпе.