1940 ҫул. Шут шурлӑхĕнче хĕрарăмсем алăпа торф кăларни тата ăна типĕтекен полигон курӑнать. "Шутов" торф кăларакан предприяти 1941 ҫулта йӗркеленнӗ. Торфа кăларас тата хатӗрлес енӗпе мобилизациленӗ сезон рабочийӗсем, вербовкăпа кайнисем ӗҫленӗ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче Чӑваш АССР предприятийӗсене кӑна мар, Совет Союзӗн ытти завочĕсемпе фабрикисене те торфпа тивӗҫтернӗ.
1951 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче продукцин хакне ӳстерме юраман пирки предприяти тулашри управленине куҫнӑ; мӗншӗн тесен торф хӑйхаклӑхĕ сутакан хакран икĕ хут хаклăрах ларнă.
Фотографие Анатолий Пояндаев таврапĕлÿçĕ тăратнă.
Сирĕн çемье архивĕсенче ĕççине ÿкернĕ кивĕ сăнÿкерчĕксем пур-и?
«Старина чувашская» сайтран.