Раҫҫей Правительстви Анӑҫ санкцийӗсене лекнӗ банксене пулӑшӗ. Кун пирки Раҫҫей Банкӗн пресс-службинче пӗлтернӗ.
Раҫҫей Банкӗ тата Раҫҫей Правительстви хĕвеланӑҫ патшалӑхӗсен санкцийӗсене лекнӗ банксене кирлӗ пулӑшу парӗҫ. Ҫакна палӑртмалла: банксем ҫирӗплӗх упраҫҫӗ тата бизнеса Раҫҫей экономикин кредитованийӗ енӗпе аталантармалли пысӑк вӑй-хӑват пур.
- Банксен тенкӗпе иртекен мĕнпур операцийӗсене те пурнӑҫлӗҫ, ӑна тивӗҫлӗ пулӑшу клиентсене те яланхи режимра парӗҫ, - палӑртрӗҫ Раҫҫей Банкӗн пресс-службинче. - Ют ҫӗршыв валютинче клиентсен пур хатӗрӗсене те ҫавӑн пекех сыхласа хăварнӑ, счетсем çинчи валютӑна та пама пултараҫҫӗ.
"МГ" информацийĕпе.