Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
1 Мартӑн 2022, 21:16

Раҫҫейре мартăн 1-мӗшӗнчен пуҫласа водитель удостоверенийӗсене памалли правилӑсем улшӑннӑ

Ытти автомобилистсене медкомисси иртмелли ҫӗнӗ правилӑсем тивмеççĕ.

Раҫҫейре мартăн 1-мӗшӗнчен пуҫласа водитель удостоверенийӗсене памалли правилӑсем улшӑннӑ
Раҫҫейре мартăн 1-мӗшӗнчен пуҫласа водитель удостоверенийӗсене памалли правилӑсем улшӑннӑ

2022 ҫулхи мартăн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Раҫҫейре водитель прависене памалли правилӑсем улшӑнаҫҫӗ. Сӑмахран, обязательнӑй медицина справкине илнӗ чухне, маларах правӑсӑр юлнă Раҫҫей ҫыннисен хушма анализсем памалла пулать.
Машинӑпа алкоголь е наркотикла ӳсӗр çÿресе правасăр тăрса юлнă е освидетельствӑна иртме килĕшмен водительсен, медицина справкине илнӗ чухне юнпа шăк анализӗсене памалла пулать.
Ҫавӑн пекех çак чирсен паллисем пур водительсен те çав анализсене памалла пулать. Анализсем тӑрӑх психоактивлӑ хутӑшсем пурри, ҫавӑн пекех эрех-сӑрапа тӑтӑшах усӑ курни палӑрӗ.
Ытти автомобилистсене медкомисси иртмелли ҫӗнӗ правилӑсем тивмеççĕ. Вӗсен хушма анализсем памалла мар.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков.

Раҫҫейре мартăн 1-мӗшӗнчен пуҫласа водитель удостоверенийӗсене памалли правилӑсем улшӑннӑ
Раҫҫейре мартăн 1-мӗшӗнчен пуҫласа водитель удостоверенийӗсене памалли правилӑсем улшӑннӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: