Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Общество
1 Мартӑн 2022, 09:15

Садĕнче 25 тĕм кĕлчечек ÿстерет

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Садĕнче 25 тĕм кĕлчечек ÿстеретСадĕнче 25 тĕм кĕлчечек ÿстерет
Садĕнче 25 тĕм кĕлчечек ÿстерет

Флюра Низамутдиновна Ерофеева, "Бижбулякский ИКЦ" МБУ секретарь-аналитикĕ:

— Вӑт ҫирӗм ҫул ӗнтӗ районти ял хуҫалӑх управленийӗнче асӑннӑ профессипе ӗҫлетӗп. Манӑн тӗп тивӗҫӗмсем адресатсем патне приказсем тата мӗн тумаллине кӑтартнисем илсе ҫитересси тата информаципе консультаци центрӗн йышӑнӑвӗ ҫине тӗплӗн тишкерсе пӑхасси, хӑй ыйтăвĕпе килнĕ ҫынпа калаҫса мӗн ыйтнине тимлӗн итлемелле, ӑна тивӗҫлӗ инстанцисем урлӑ татса пама пулӑшмалла. Хутпа компьютер ӗмӗрĕнче ҫаплах кӗрекен мĕнпур документсене тата пӗтӗм корреспонденцие тирпейлӗн регистрацилемелле, ПК тата социаллӑ сетьсенче тишкерме тивет. Пӗр сӑмахпа каласан, алла кулленхи ӗҫ пульсӗнче тытмалла. Эпӗ специальнăçпа педагогика ӗҫченӗ, вунӑ ҫул ытла ачисемпе ӗҫлерĕм. Автомобильпе çÿретĕп. Манӑн упӑшка Виталий Геннадьевич ӗмӗрӗпех ял хуҫалӑхӗнче вӑй хунӑ. Вӑл "ПР ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" ята илнĕ, халĕ тивӗҫлӗ канура. Эпир икӗ хӗр ҫитӗнтертӗмӗр те пӗлӳ патӑмӑр. Килти юратнӑ ӗҫ яланах йĕппе тата ҫекӗлпе ҫыхни. Ку питӗ лӑплантарать. Розӑсем пӑхма юрататӑп. Садра манӑн ҫирӗм пилӗк тĕм роза ÿсет.

Владимир СМОЛОВ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.

 

Садĕнче 25 тĕм кĕлчечек ÿстерет
Садĕнче 25 тĕм кĕлчечек ÿстерет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас