Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
2 Мартӑн 2022, 13:15

Пӗтӗм ют çӗршывта пире хирӗç мар

Хыпар хатӗрӗсем кунӗпе те çӗрӗпе Раççее мӗнле-мӗнле санкцисем айне хăварни çинчен шавланă вăхăтра ырă хыпарсем валли те вырăн пур.

Пӗтӗм ют çӗршывта пире хирӗç мар
Пӗтӗм ют çӗршывта пире хирӗç мар


Хыпар хатӗрӗсем кунӗпе те çӗрӗпе Раççее мӗнле-мӗнле санкцисем айне хăварни çинчен шавланă вăхăтра ырă хыпарсем валли те вырăн пур.
Туризм сезонӗ çывхарнă май, Египетпа Турци курорчӗсем Раççей турисчӗсене йышăнма хатӗр. Çакăн пирки Ростуризм ертӳçине Зарина Догузовăна Турцин культурăпа туризм министрӗ Мехмет Эрсой тата Египетăн аваллăхпа туризм министрӗ Халед Элани ӗнентернӗ.
Ведомствăн пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, Догузова ют çӗршывсен министрӗсенчен пирӗн туристсем валли Египетпа Турцирен транзит рейсӗсем йӗркелеме пулăшма та ыйтнă.
Пирӗн туристсем курортсенче ытти çӗршыврисенчен нумайрах укçа хăварнине лайăх пӗлекен министрсем пур ыйтăва та татса пама пулăшма шантарнă.
«Енсем оперативлă çыхăну тытса тăма тата çак процессра пулма пултаракан улшăнусем çинчен пӗр-пӗрне хыпарласа тăма калаçса килӗшнӗ», - тесе хушнă Ростуризмра.

http://suvargazeta.ru/news/

 

Пӗтӗм ют çӗршывта пире хирӗç мар
Пӗтӗм ют çӗршывта пире хирӗç мар
Автор:
Читайте нас: