-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Суту-илӳ министерствин хĕрÿ линие Пӗтӗм тӗнчери потребительсен прависен кунне халалланă, пӗлтернӗ ведомствӑра.
— Пулӑшу ыйтакансем ку е тепĕр ыйтӑва — тивӗҫлӗ мар тавар е сервис пахалӑхӗ, суту-илӳ тата пулӑшу ӗҫӗсен сферинче пысӑк ӑсталӑхлӑ консультаци илӗҫ, — палӑртрӗ суту-илӳ министрӗ Алексей Гусев. Потребительсен прависене хӳтӗлемелли пай специалисчӗсем кирлӗ пулсан суд ыйтӑвне е суда ҫырса пама пулӑшӗҫ.
Хӗрӳ лини 8 (347) 218-09-78 9.00 сехетрен пуҫласа 18.00 сехетчен (13.00 — 14.00 тăхтав) ӗҫлет. Шӑнкӑравлама мартӑн 31-мӗшӗччен ӗҫ кунӗсенче юрать.
https://resbash.ru/news/obshchestvo