Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
3 Мартӑн 2022, 21:26

Пушкӑртстанра вытрезвительсем йӗркеленӗҫ

Парламентӑн спикерӗ вытрезвительсене ҫӗнӗрен тумалла тесе палӑртнӑ, анчах та ҫав вӑхӑтрах вӗсене коммерци лавккине куҫма памалла мар тенӗ.

Пушкӑртстанра вытрезвительсем йӗркеленӗҫ
Пушкӑртстанра вытрезвительсем йӗркеленӗҫ

Патшалăх Пухăвĕн Сывлӑх сыхлавӗ, социаллӑ политика тата ӗҫ ветеранӗсен комитечӗ ҫывӑх ларура "ПР алкоголизм, наркомани тата токсикомани профилактики çинчен" ПР саккунне улшӑнусем кӗртесшӗн.
Парламент председателӗ Константин Толкачев каланӑ тӑрӑх, саккун проекчӗн тĕллевӗ – республикăра вытрезвительсен нормативлӑ право бази йӗркелесе туса хурасси. Патшалӑх влаҫӗн органӗсене тивӗҫлӗ полномочисем парĕç.
Парламентӑн спикерӗ вытрезвительсене ҫӗнӗрен тумалла тесе палӑртнӑ, анчах та ҫав вӑхӑтрах вӗсене коммерци лавккине куҫма памалла мар тенӗ.
"МГ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: i-gazeta.com

Пушкӑртстанра вытрезвительсем йӗркеленӗҫ
Пушкӑртстанра вытрезвительсем йӗркеленӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: