Хушăлкасем урамри ҫутта модернизацилемелли проектшăн сасăланă.
Вырӑнти пуҫарусене пулӑшмалли конкурс Программи ял поселенийӗсенче пурӑнакансене халӑх пурӑнакан вырӑнсен территорине тирпей-илем кӗртме май парать. Конкурсра ҫӗнтерес тата пурнӑҫа хӑтлӑрах тӑвас кӑмӑл ял ҫыннисене пуринчен ытларах пӗрлештерет.
Хушăлка ялӗнче пурӑнакансем вырӑнти пуҫарусене пулӑшмалли Программӑна хутшӑнаççĕ. Ялти йывӑрлӑхсем яланах ҫитеҫҫӗ. Анчах урамри ҫутта модернизацилемелли проекта ял ҫыннисем пӗр саслă пулса йышӑннӑ. Асӑннӑ проблемӑпа ял тӑрӑх администрацийӗ сахал мар ӗҫ тунӑ. Анчах та ҫакӑ ҫителӗксӗр. Хушăлкари пур урамсенче те ҫутӑ тивĕçлипе мар. ДРЛ лампӑсене светодиодлисемпе улӑштарасси — ҫивӗч ыйту.
Хатĕрленÿ ĕçĕсем ирттерсе, пуҫару ушкӑнне суйланă хыҫҫӑн 2022 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ял-йыш пӗтӗмлетӳ пухӑвне ирттерчĕç, унта пулас конкурсӑн пур пункчӗсенчи тӗп ыйтусене татса пачӗҫ. Ял-йыш конкурсра ҫӗнтерессе тата урамри ҫутă проблемине татса парасса шанаҫҫӗ.
Пуҫару ушкӑнĕ,
Хушăлка ялĕ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: архивран.