Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
5 Мартӑн 2022, 11:19

Пушкӑртстанри хӗрача Донбасра пурӑнакансем валли гуманитари пулӑшӑвӗн коробкине хăйĕн укçипе пуҫтарнӑ

Ашшӗ хӗрне çав ĕçе тума пулӑшнă.

Пушкӑртстанри хӗрача Донбасра пурӑнакансем валли гуманитари пулӑшӑвӗн коробкине хăйĕн укçипе пуҫтарнӑ
Пушкӑртстанри хӗрача Донбасра пурӑнакансем валли гуманитари пулӑшӑвӗн коробкине хăйĕн укçипе пуҫтарнӑ

Ҫак кунсенче Благовар районĕнче "Ырă çемье бумерангӗ" акци иртет, ӑна ҫемье службин ӗҫлекенĕсем пӗлтернӗ. Донецкпа Луганск халӑх республикисенче пурӑнакансене пулӑшса тӑнипе сӳрӗк мар чунлӑ Благовар çыннисем пӗрремӗш кирлӗ япаласем илсе пыраҫҫӗ. Школинсен ҫемйи те пулӑшу сӗннӗ. Ҫемье пуҫӗ гуманитари пулӑшӑвне йышӑнмалли пункта хӑйӗн хӗрӗпе Даринӑпа пынă. Пӗчӗк хӗрача заведение "Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр" тесе çырнă пысӑк коробкӑпа килсе кĕнĕ.
Дарина ӗмӗт-шухӑшĕсене пурнӑҫа кӗртес тесе пуçтарнă хӑйӗн мӗнпур укҫипе пӗтӗмпех Донбасра пурӑнакансене пулӑшу пама шут тытнӑ. Ашшӗ хӗрне çав ĕçе тума пулӑшнă.
"Башинформ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанри хӗрача Донбасра пурӑнакансем валли гуманитари пулӑшӑвӗн коробкине хăйĕн укçипе пуҫтарнӑ
Пушкӑртстанри хӗрача Донбасра пурӑнакансем валли гуманитари пулӑшӑвӗн коробкине хăйĕн укçипе пуҫтарнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: