Пушкӑртстанра 2022 ҫулхи хӗрарӑмсен анлӑ сарӑлнӑ вакансийӗсем паллӑ пулнӑ. Топ-10 профессине суту-илÿ тата клиентсемпе ӗҫлекен менеджерсем кĕнĕ. Рекрутинг сервисӗ HeadHunter тӗпчевӗсем тӑрӑх, ку ӗҫе республикӑра 5,7 пин хĕрарăм шырать, кӗтекен ӗҫ укҫи шайӗ 39,7 пин тенкӗ шутланать.
Популярлӑ иккӗмӗш вырӑнта - администратор профессийӗ — ӑна вӑтам финанс ыйтӑвӗсемпе 5,1 пин Пушкӑртстан хӗрарӑмӗ кӑсӑкланнă. Виҫҫӗмӗшӗнче -сутуҫӑ должноҫӗ, сервисра ҫавнашкал 4,3 пин резюме вырнаҫтарнӑ.
Ытти "хӗрарӑмсен" профессийӗсем хушшинче ҫавӑн пекех бухгалтер, секретарь, экономист, кредит специалисчӗ, кол-центр операторӗ, офис-менеджер тата делопроизводитель пулнă.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Андрей Старостин.