Кӗске вăхăта илсе пăхсан, санкцисем кӗртни Раççее йывăрлăхсем кӳрет, вăрах вăхăтпа виçсен – шалти производство ăнăçлă ӗçлесе кайни патне илсе çитерет: çӗнӗ рыноксем уçăлаççӗ, çӗнӗ продуктсемпе таварсем сутлăха тухаççӗ. «Таймас-групп», «Итель» и «Трейд-ин центр» компанисен генеральнăй директорӗ Динар Миннахметов çапла шутлать.
Ун шучӗпе, политикăна илес пулсан, экономика санкцийӗсене пурпӗрех кӗртнӗ пулӗччӗç. «Санкцисенче эпир пӗрремӗш çул кăна пурăнмастпăр. Тен, вӗсене хальхи пек сасартăк кӗртмен пулӗччӗç, анчах та хальхи лару-тăру бизнес валли вăйлă сигнал. Питӗ нумай ӗç аталанса каять», - пӗлтернӗ хăйӗн шухăшне усламçă.
Йывăр вăхăтра патшалăх енчен вăтам тата пӗчӗк бизнеса пулăшу парăнасса вăл иккӗленмест. Енчен те патшалăх бизнес валли льготăллă кредитсем пама пуçласан, çав вăхăтрах вăл укçасене еплерех тăкакланине тимлесен, вăтам тата пӗчӗк бизнес представителӗсем çӗнӗ проектсене пурнăçа кӗртме пултарӗç.
http://suvargazeta.ru/